Как на чувашском языке будет с днем рождения

Как будет

Поздравления на чувашском языке (Салам сӑмахӗсем)

Юбиляру: Аллӑ ҫул — паллӑ ҫул (Пятьдесят лет — заметная дата).

Пожелание уезжающим (путешественнику): Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр! (Пусть до­рога для ходьбы будет ровной, а место для отдыха — сухим!)

Пожелание невесте: Ӗмӗрӳ сурпан пек вӑрӑм пултӑр, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пултӑр! (Пусть век будет долгим как сурбан, светлым как монета на хуш­пу! )

Пожелания юбиляру:

Сакӑр сӑхман, хӗрӗх кӗпе ҫӗтмелле пултӑр! (Износить вам восемь кафтанов, сорок пар белья!)

Пурӑнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр (Чтобы жизнь была долгой, смертный день — спокойным).

Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.

Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫӑн, пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.

Ӑшшуна паратӑн ҫке чунтан, эсӗ хаклӑ пире ылтӑнран.

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫӑ юлсан та,

Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,

Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –

Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.

Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр.

Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫалтӑр,

Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.

Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,

Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей.

Ҫуралнӑ кунпала салам сана, аннеҫӗм

Чи ҫирӗп сывлӑх та телей сана, чӗкеҫӗм!

Тӑватпӑр тав сан ҫепӗҫ алсене,

Сан тимлӗхне, ачашӑн ҫуннине,

Чирлесен пӗр куҫ хупманнине…

Нихӑҫан та тав туса пӗтереймӗн!

Ҫак кун ҫуралнӑ эсӗ ҫӗр ҫине,

Ытарайми, чи хаклӑ ҫын –Анне!

Хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр.

Пурӑнма сунатпӑр ҫӗр ҫулччен,

Пултӑр сывлӑх мӗн ватӑличчен.

Эс пурри пире савӑнтарать

Пур тӑван та сана саламлать.

Сывлӑхӑр чул пек ҫирӗп, утас ҫулӑр тумхахсӑр пултӑр, чӗрӗр ҫурхи кун пек юрлатӑр.

Нумай ырлӑх сунатпӑр

Вӑрӑм ӗмӗр пиллетпӗр.

Вӑй-халу пултӑр иксӗлми,

Утсам пурнӑҫ ҫӳлӗпе пӗр такӑнми.

Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл санра

Ҫӑлкуҫ шывӗ пекех иксӗлмест.

Тӗнчере эс пурришӗн Турра

Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.

Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр,

Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.

Савӑк саркайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр,

Сунатӑп сывлӑх та пысӑк телей.

Сирӗн пурнӑҫ – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,

Ӑмсанатпӑр чӗререн сире.

Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ

Ҫӳҫӗрсем ҫинче выртать тӗтре.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.

Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,

Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.

Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ӑс панӑшӑн ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр.

Сан сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,

Ҫӑлкуҫ пек тӑтӑр вӑл тапса.

Телей хӗвелӗ саншӑн ҫӳнтӑр,

Ҫапла калатпӑр ыр сунса.

Сывлӑхӑр хурҫӑ пек ҫирӗп, кӑмӑлӑр сар ҫу пек ҫемҫе, пурнӑҫӑр телейлӗ пултӑр. Малашне те пархатарлӑ ӗҫре чуна хурса ӗҫлеме вӑй-хӑват сунатпӑр. Ҫумӑрта яланах ҫывӑх ҫыннӑрсемпе шанчӑклӑ тусӑрсем пулччӑр. Ачӑрсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр.

Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл сирте

Ҫӑлкуҫ шывӗ пек иксӗлми.

Тӗнчере эсир пурришӗн Турра

Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.

Кӗреш юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтӳсем пурнӑҫӑ кӗрсе пыччӑр. Нумай-нумай ҫул пире савӑнтарса пурӑнмалла пултӑр.

Вӑрӑм пултӑр санӑн ӗмӗрӳ,

Хурҫӑ евӗр пултӑр сывлӑху,

Ҫӑлкуҫ евӗр таптӑр вӑй-халу,

Умра ҫиҫтӗр тулли телейӳ.

Пурӑн ӗмӗр савӑнса,

Пурнӑҫ илемне туйса!

Пурнӑҫра телей пилленӗ,

Ӑс парса ырра вӗрентнӗ,

Ҫунатсем парса вӗҫтернӗ!

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫа юлсан та,

Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,

Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –

Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.

Ҫакӑ чаплӑ юбилей

Кӳтӗрех сана телей.

Пач ан ватӑл, пул маттур!

Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,

Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.

Ырлӑх – сывлӑх Турӑ парнелетӗр,

Эпир хисеплетпӗр чӗререн.

Аллӑ ҫул – нумай-и вӑл, сахал-и –

Пурнӑҫ шав шӑвать-ха малалла.

Сан ҫинчен начаррине кам калӗ,

Тӗллевре – ырӑ ӗҫ тумалла!

Санпала эпир мӑнаҫланатпӑр

Тӑван халӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑран.

Сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр,

Тав тӑватпӑр пӗтӗм кӑмӑлтан.

Ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр сире,

Килӳшӳллӗн тапайтӑр ялан ик чӗре,

Пурнӑҫра юрату вӑй парса тӑрсан,

Ватлӑх тартӑр ситен аякран-аякка.

Салам сӑмахӗсене хаҫат-журнал тӑрӑх хатӗрленӗ.

Источник

Тосты, поздравления и пожелания на чувашском языке

Мы сделали подборку самых красивых чувашских тостов на любые праздники:
— на свадьбу
— на юбилей и день рождения
— на другие праздники

Вы можете выбрать понравившееся вам поздравление из нашего списка, либо заказать написание личного пожелания у наших чувашских ведущих, которые могут провести ваш праздник.

Свадебные поздравления на русском и чувашском языках (Туй сăмахлăхĕ)

Очень много чувашских пожеланий и поздравлений на свадьбу должно звучать на родном языке, быть близко и понятно всем гостям. Это память о предках и сохранение традиций, что очень важно.

Поздравления на русско-чувашскую свадьбу на двух языках

Авал столь илемлĕ туй кун от всей души хотелось бы поздравить молодых. Питĕ хочется пожелать вам безграничного счастья, всеобъемлющей любви тата здоровья. Невесте с женихом кирлĕ пурăн авал мире тата согласии, вара ваша пурнăç станет сплошным наслаждением. Любите тус друга тата ялан поддерживайте во всех начинаниях.

***
Наконец-то сбылась ваша ĕмĕт. Эсир стали единым целым. Таран этого эсир были двумя половинками, а теперь стали единым организмом. Эсир кăна вдумайтесь, евĕрлĕ нумай значат эти слова. Эсир – крепкая кил, которая способна добиваться любых высот тата çит поставленных целей. Не останавливайтесь никогда çинче достигнутом, а двигайтесь кăна малалла. У сана апатлан капла замечательный тыл авал виде родителей, которым эпир пĕтĕмпех благодарны вырăнне столь чудесных детей.

***
Пур одна примета, таран которой пĕтĕмпех понимают, мĕн юнашар с тобой находится çава самый çывăх çын. Кирлĕ питĕр куç тата çинче секунду представить ăраскал. Если с закрытыми глазами эсир представите своего мужа е жену, эппин эсир действительно нашли то, мĕн искали. Канаш жениху тата невесте, не стоит шутла, мĕн ăраскал где-то унта вырăнне горами. Многие ищут его всю свою пурнăç, но капла тата не находят, а пĕтĕмпех çавăнпа мĕн оно было совсем юнашар. Капла тата вам хочется пожелать не хăвала вырăнне дальними странами, а шыра ăраскал авал тех людях, которые сана окружают.

***
Пурĕ пур три состояния, таран которым можно понять, мĕн çын вам не безразличен. Это увлечение, влюбленность тата юрату. Каждое из этих этапов прекрасно само таран себе. Какое-то дарит романтику тата нежность, авал каком-то урăх страсти тата пылкости, ну тата апатлан то, мĕн может парнеле истинное ăраскал, наслаждение тата смирение. Хотелось бы йăт паян бокал вырăнне молодых супругов тата пожелать им соединить авал своих отношениях пĕтĕмпех три этапа, евĕрлĕ можно дольше их сохранив.

***
Юрату – это вут, хăш(ĕ) невозможно потушить. Если однажды юрату загорелась, то ĕнтĕ ничто не сможет её усмирить. Капла давайте вара выпьем скорее вырăнне молодых супругов, авал чьих сердцах бушует настоящий вут. Пусть вӑл с ними остается çинче всю пурнăç, никогда не гаснет.

***
Давайте пожелаем молодым евĕрлĕ можно урăх черных полос авал жизни. Да не простых черных, а с интересной историей. Пусть будет хура мерседес, çинче котором вӗсем поедут. Пусть будет черная вăлча, которая будет съедается кашни кун. Пусть будет черное тинĕс, çинче котором эсир будете кан из года авал çул.

Чувашские свадебные поздравления в стихах

Стихотворная форма является наиболее популярной для поздравления с днем свадьбы на чувашском языке. Она мелодична и ритмична, поэтому её легко можно использовать в качестве тоста или начала церемонии.

***
Авал столь асамлă кун волшебный,
мы спешим сана пĕтĕмпех поздравить.
Эпир желаем вам веселья, тата паллах не сывал.
Эсир столь красивы тата юны, мĕн завидуют вам лани.
Даже горные орлы çинче сана желают пул похожи.
Пусть авал вашей жизни будет кăна сказка.
Столь волшебна тата капла красива.
Евĕрлĕ яркая авал небе уйăх, которая смотрит çинче нас капла игриво.

***
Молодые эсир наши мăшăр, пожелаем эпир вам от души.
Пул надежней тус валли друга.
Чем того мог пожелать эсĕ.
Терпения, смирения тата счастья.
Вот этого пожелаем эпир.
Любите тус друга эсир нежно.
Ведь эсир столь молоды.

***
Поздравления наши примите,
пожелать эпир хотим от души.
Поскорей дети эсир родите,
авал этом ăраскал, поверьте нам.
Эпир ведь знаем, мĕн такое юрату.
А эсир поскорее поймите, çинче миçе можно пул счастливыми,
хăçан апатлан юнашар дети.

Поздравления на свадьбу на чувашском языке

Евче килнӗ ҫын — тупкӑч — хӗр тӑванĕсемпе вӑлтса-шахвӑртса калаҫать. Паллах, калаҫу тӗрлӗ йӗрпе кайма пултарать, анчах унӑн ҫирӗпленнĕ ҫаврисем пур. Тӗслӗхе пуҫламӑш ҫавринс вуласа пӑхӑпӑр. — Аван пурӑнатӑр-и, хаклӑ ҫынсем? Пурте йӗркеллех ҫӳреҫҫӗи?
— Ҫӳретпӗр-ха ерипен. Эсӗ ху мӗн ҫӑмӑлпа ҫак?
— Эпӗ пӗр сӑлтавпа килсеттӗм те сирӗн пата, калаҫма вӑхӑт тупӑнмӗ-ши?
— Ырӑ ҫынпа калаҫма та вӑхӑт тупӑнмасан.
— Пирӗн хуҫан хӗл каҫнӑ вӑкӑрӗ каҫ-каҫ ҫухалкаласа ҫӳрет те. Сирӗн урамра йӗрӗ пур тенине илтнӗччӗ. Чӑнах-ши вӑл, калаймӑри? — Ку тӑкӑрлӑкра ют ӗне выльӑх ҫӳренине асӑрхаман. Эпир килте ҫук чухне ҫӳренӗ пулинех.
— Сирӗн пушмак пӑру пур, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа йӗр ӳкет пулӗ-ха. Сутмаҫҫӗ-ши ку килте пушмак пӑрӑвне тесе килсеттӗм те.
— Выльӑх-чӗрлӗх сутасси пирки шарламанччӗ-ха. Шухӑш та пулман. Ют выльӑх ернине те сисмен.
— Тен, сирӗн Илемпи пӗлмест-и? Вӑл каҫ-каҫ кӗтӗве хирӗҫ тухаканччӗ.
— Ара, хӑш ял пӑрӑвӗ ҫухалнӑ тетӗн ҫак? Камсен пулать-ха) вӑл?
— Кӗҫӗн Сӗнтӗрти Уртем Микихверӗсен Кеваркин вӑкӑрӗ тетӗп-ҫке.
— Ăнлантăм, ӑнлантӑм. Илтнӗччӗ-ҫке амутке! Пӑх-ха, пуҫа та пырса кӗмен! Пӗлтӗр салтакран килнӗ Илтер пирки калаҫатӑн вӗт эсӗ, тупкӑч-юпкӑч!
— Ҫавӑн пирки пулмасӑр, ҫавӑ ӗнтӗ, ҫавӑ! Пушмак пӑрӑвӑра тем хака сутас тетӗр ӗнтӗ? Пирӗн хуҫа турткаланса тӑрас шутлӑ мар. — Итле-ха, хисеплӗ ҫыннӑм, халӗ ӗлӗкхи мар. Хулӑм укҫи пирки калаҫас та ҫук. Чӗнер-ха Илемпие, хӑй мӗн калать. Пӗр чухне малалли калаҫу та « пушмак пӑру» ҫинчен пыма пултарать, ытларах чухне тупкӑчпа хӗр тӑванӗсем пӗр-пӗрне ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн уҫҫӑнах калаҫаҫҫӗ.

***
Невесте: Ӗмӗрӳ сурпан пек вӑрӑм пултӑр, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пултӑр! (Пусть век будет долгим как сурбан, светлым как монета на хуш­пу! )

Кĕҫĕн кĕрӳсен йыхравĕ

Туй пуҫланмалли кун ирхине юланутлӑ кӗҫӗн кӗрӳсем ял тӑрӑх туя йыхӑрса ҫаврӑнаҫҫӗ.
— Эй, тӑвансем, ялйышсем! Паян туя каймалла! Туя, туя, туя каймалла! Туй тесен, тукмак йӑваннӑ, выртан каска хускалнӑ! Чашӑктирӗк тапраннӑ, катка-пичке янранӑ!
Эй, тӑвансем, ялйышсем! Туй арӗсем, арӑмсем! Лаша кӳлсе тапранӑр! Ватӑ картсем1, карчӑксем! Туя тытса тапра-нӑр! Ураланман ачасем! Аркӑ вӗҫрен ҫакланӑр! Пурте туя каймалла, туй мыскари курмалла!
Эй, тӑвансем, ялйышсем! Кам утаймасть — утланӑр, кам чупаймасть — ҫӑкланӑр! Така ҫуккин — такана, лаша ҫуккин — лаххана, укҫа ҫуккин — урҫана, ача ҫуккин — арчана! Пурте туя каймалла!

Пуҫтай тесе аслӑ ҫынсенчен пил ыйтнине е сывпуллашнӑ чухнехи сӑмаха калаҫҫӗ. Авал чӑваш яш-кӗрӗмӗ тӑван килйышран пуҫтай сӑмахӗсӗр уйрӑлман.
— Асатте-асаннесем, кукамай-кукаҫисем! Атте-аннесем! Ман ума аслӑ ҫул выртрӗ, татӑклӑ сӑмах калама вӑхӑт ҫитрӗ.
Ырлӑхлӑ ӗҫ пуҫлас терӗмӗр, атте-анне, пехиллӗр мана ҫав пысӑк ӗҫе пуҫӑнма. Эсир мана мӗн пӗчӗкрен кӑкӑр сӗчӗпе, алӑ ачашӗпе юратса ӳстертӗр, таса кипкепе чӗркесе ҫӳрерӗр. Эсир мана мӗн ачаран мӑн маҫаксен чӗлхине вӗрентрӗр, хама кура ӑнкармалӑх чӑнпа тӑн патӑр, ҫын турӑр. Эсир мана мӗн хӑвӑр ӗҫленӗ пек ӗҫе хӑнӑхтартӑр, ял ҫинче ырӑ ят патӑр, халӗ тата мӑшӑрлантарма шухӑшларӑр.
Асран кайми атте-анне, халӗ ӗнтӗ пиллесе ярӑр мана, эпӗ сирӗнтен уйрӑлатӑп. Эпӗ сирӗнтен халӑх йӗркипе уйрӑлатӑп, уйрӑлатӑп эсир ҫӗлесе парас кӗпе-йӗмрен, эсир пӗҫерсе парас апатҫимӗҫрен, анчах сирӗн ятран-шывран, сирӗн пурнӑҫӑртан эпӗ уйрӑлмастӑп.
Ача-пӑча амӑшӗнчен ыйтать, Тӑван ҫӗршыв салтакран ыйтать. Пурнӑҫ йӗркеллӗ пулсан, малашне сире мӗн кирлине ыйтмасӑрах хамӑрӑн туса памалла пултӑрччӗ.
Тав тӑватӑп сире, атте-анне, пил ыйтатӑп.

«Мӑн кӗрӳ сӑмахӗ ( такмакӗ)»— чӑваш халӑхӗн анлӑ сарӑлнӑ калуллӑ-юрӑллӑ туй хайлавӗ. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗпе, тытӑмӗпе, сӑнарлӑхӗпе тата чĕлхе пуянлӑхӗпе тӑван халӑхӑн авалхи пурнӑҫӗн паллисене кӑтартса тӑрать. Ахальтен мар тӗпчевҫӗсем ӑна халӑх эпосӗн упранса юлнӑ пӗр тӗпренчӗкӗ теҫҫӗ.
Мӑн кӗрӳ сӑмахӗн тӗслӗхӗсем нумай, вӑрӑм. Ăста юрӑҫсем вӗсене икӗ-виҫӗ эрне таран такмакласа-каласа ҫӳренӗ. Ҫав вӑрӑм хайлавӑн пӗр пайне — халӑха, ҫӗршыва, харкам ҫынсене саламласа каланӑ пайне — саламалик теме йышӑннӑ. Саламалик уйрӑм сыпӑксенчен тӑрать. Юраҫӑ вӗ-сене тӗрлӗ вӑхӑтра хӑйне кирлӗ пек туллин е кӗскен калама пултарать.
Чӑваш саламаликӗ тӗрӗк халӑхӗсен паттӑрла эпосӗсемпе (пушкӑртсен « Урал паттӑр», алтайсен «Маадай-кара», казахсен
«Каплантӑ паттӑр», кӑр-кӑссен «Манас», узбексен «Алпамӑш», якутсен «Олонхо» хайлавӗсемпе) пӗр кĕвӗллӗ пулни курӑнать. Вӑл авалхи паттӑрлӑх халапӗсене, асамлӑх тата паттӑрлӑх юмахӗсене ҫывӑх. Вӗсенче пуринче те пулма пултарайман ӗҫсене чӑн пулнӑ пек каласа параҫҫӗ, пӗр ытарлӑха тепӗр ытарлӑхпа сыпӑнтарса пыраҫҫӗ.
Мӑн кӗрӳ сӑмахӗ туй йӗркине тытса пыма, халӑха сӑмах илемӗпе, пин-пин кӗвӗпе савӑнтарма, шахвӑртса каланӑ сӑмах урлӑ ӑс пама кирлӗ.
Мӑн кӗрӳ сӑмахӗ илемлӗх мелӗсемпе пуян. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш туйĕсенче халӗ те тӑтӑшах илтӗнет. Юлашки вӑхӑтра чӑваш туйне, мăн кӗрӳ сӑмахне фольклор фестивалӗсенче, радиопа телекурӑм тӑтăшах кӑтартма пуҫларӗҫ.

Салам сире, тав сире!
Алӑк уҫсан курӑнатӑра,
Тирпейлӗ-йӗркеллӗ пурӑнатӑра?
(Тарап ҫӑ хал ӑ х: «Сиккипех, пыл та ҫ у!»)
Тавах эппин, тус-тантӑш,
Хӑта, тӑхлач, хурӑнташ!
Ватти пур, ҫамрӑкки пур,
Арӗ пур, арӑмӗ пур,
Килен пур, каян пур,
Атьӑр пирӗнпе туя!
Урапа утан, сӑмсапа сывлан,
Кутпа шӑван — мӗнпур тӑван!
Хушпу пурри, хушпу тӑхӑнӑр,
Хушпу ҫукки — кӑшкар тӑхӑнӑр,
Сар пурри сар ҫакӑр,
Сар ҫукки — хупах ҫакӑр,
Сурпан пурри сурпан сырӑр,
Сурпан ҫукки — тӑла авӑрӑр!
Ача пурри ача ҫӗклӗр,
Ача ҫукки тукмак ҫӗклӗр,
Пнт-куҫа ҫуса, пиҫиххи ҫыхӑр та
Атьӑр пирӗнпе туя!
Пирӗн Ахмантей ывӑл авлантарать,
Илмемет хӑта хӗр парать.
Айт! тесен алтӑр пулать,
Хайт! тесен хатӗр пулать.
Ыран та мар, паян та мар,
Халӗ тесен ҫак халех
Атьӑр пурте пирӗн туя!

Саламалик, Хĕр килĕ умĕнче калани

Хăта килкартинче калани

Хăта ҫуртĕнче калани

Пирӗн туй халӑхне кӗрсе савӑнма
Ҫакӑ хӑтан ҫурчӗ пит пысӑк иккен
Пирӗн хӑта ҫак ҫурта ҫавӑрма
Ҫӗр ҫитмӗл пёрене кастарнӑ,
Ҫӗр ҫĕклейми шур пӳрт ларттарнӑ
Ҫĕр ҫӗклейми шурӑ пӳрт ҫине
Пӳ ҫитерсе пӳс вйттернӗ,
Чун ҫитерсе чус виттернӗ,
Вӑй ҫитерсе шуҫ виттернӗ,
Симӗс кӑвакпа сӑрлаттарнӑ.
Симӗспе кӑвак илемне
Чӑпар кайӑк иленнӗ.
Чӑпар кайӑкӗ кил сыхлать,
Сарӑ тулӑ хыпать, шыв сыпать.
Ҫакӑ пирӗн хӑта мӗн тӑвать?
Шурӑ сахӑр хыпать, сим сыпать,
Ҫавӑ симне тутанма
Паянхи кун туй пуҫлать.
Илмемет хӑта пӳрчӗ тӑрринче
Ама кайӑк авӑтать,
Ахмантей хӑта пӳрчӗ тӑрринче
Аҫа кайӑк авӑтать.
Эпир ҫав кайӑксен вӑййипе
Ҫакӑнта тухса килтӗмӗр.
Мӗншĕн авӑтаҫҫӗ-ши ҫав кайӑксем?
(Туй хал ӑ х ӗ : «Иккен п ӗ рле П ӗ р й ӑ вара пур ӑ насш ӑ н пуль!»)
Ҫак хӑтасен пӳрчӗ пит пысӑк иккен,
Тултан пӑхрӑмӑр — сакӑр кӗтеслӗ,
Шала кӗтӗмср — тӑватӑ кӗтеслӗ.
Ҫакӑ пӳрте кӗрсессӗн,
Тӑхӑрвун тӑхӑр урай хӑми пур.
Ҫав тӑхӑрвун тӑхӑр хӑминчен
Пӗр хӑмине пирӗн туй халӑхне
Авалхи йӑлапа выляса кулма
Ирӗк памӑр-ши, хӑта-тӑхлачсем?
Ҫӗнӗрен йӑла кӑлармастпӑр,
Ěлӗкхи йӑлана пӑрахмастпӑр.
Эпир анчах мар,
Турӑ хушнипе, пӳлӗх пӳрнипе
Ҫеҫенхирте шевле те вылять.
(Туй хал ӑ х ӗ : «Ир ӗ к, ир ӗ к!»)
Ҫакӑ хӑтан пӳртӗнче
Сарӑ сӑрпа сӑрланӑ,
Саваласа якатнӑ
Сакӑрвун сакӑр сакки пур,
Сакки ҫинче сарми пур.
Ҫав сакӑрвун сакӑр саккинчен пӗр сакки
Пире ларса савӑнма пулмӗ-ши?
Эпӗ ыйтмастӑп
— Пирӗн ача ыйтать.
Эпир анчах мар,
Турӑ хушнипе, пӳлӗх пӳрнипе
Ҫунатлӑ ӑмӑрткайӑк та
Турат вӗҫне ларса канать.
(Туй хал ӑ х ӗ : «Пиртен чару ҫ ук! Ир ӗ к!»)
Ҫакӑ хӑтан урай варринче
Улт ураллӑ сӗтелĕ пур иккен,
Улт ураллӑ сӗтелӗ ҫинче
Пӗр пуҫӗнче пыл-шерпет ларать,
Тепӗр пуҫӗнче сирсе сирӗлми сим ларать.
Симпылпа шерпет хушшинче
Ылтан тирӗк ларать. Ылтӑн тирӗк ҫинче
Кӗмӗл ҫурхат вылять,
Кӗмӗл ҫурхатра сим вылять,
Пирӗн алӑра хер вылять.
Пире те ҫавӑн пек выляса-кулса
Авалхи йӑлапа туй туса ирттерме
Ирӗк пулмӗ-ши, хӑта-тӑхлачсем?

Саламалике вĕҫлесе калани

Ҫӗнӗрен йӑла кӑлармастпӑр,
Ёлӗкхи йӑлана пӑрахмастпӑр.
Пылак чӗлхене пыл ҫитмен, тет,
Сӑсар тирне шыв витмен, тет,
Тав сире, тайма пуҫӑм сире.
Кайӑк кӑвакарчӑнӑн сӗчӗ ҫук,
Юханшывӑн тӑни ҫук,
Ут чӗлхенӗн шӑмми ҫук,
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук,
Сиртен савнӑ ҫынсем ҫук.
Сумасӑр мулне патӑмӑр,
Виҫмесер пылне патӑмӑр,
Сире сӑмах витес ҫук,
Урӑх калас сӑмах ҫук,
Сиртен хаклӑ ҫынсем ҫук.
Эй, хӑтасем, тӑхлачсем,
Тулчӗҫ-и кӑмӑлӑрсем?
Ытла каланине каҫарӑр,
Сахал каланине ҫитерӗр,
Ҫитменнине хӑвар саплаштарӑр.
Аллӑмри куркапа тав сире,
Хӑтасем, тӑхлачсем,
Хурӑнташ-тӑвансем!
Ватта — пуҫ, ҫамрӑка — тав!
Тав сире!

Ар туйне хутшӑнакан ҫынсене туй халӑхӗ теҫҫӗ. Туй халӑх юррине мӑн кӗрӳ пуҫласа парать. Кирек ӑҫта пырсан та, вӑл малтан кӗске е вӑрӑм саламалик калать, халӑха савӑнма ирӗк ыйтса илет.

Каччӑ килӗнче мӑн кӗрӳ такмакӗ те, туй халӑх юрри те мӗске пулать, хӑта килӗнче вара вӗ сем сехечӗ-сехечӗпе тӑсӑлма пултараҫҫӗ.

Хĕр илме кайиччен юрлани

М ӑ н к ӗ р ӳ: Мӗншӗн юрламастӑр, туй ачисем,
Сирӗн юрлассӑра кам пӗлмест?
Йӑпататӑр япшар чӗлхӗрсемпе,
Йӗс шӑнкӑрав сассӑр илтӗнмест!
Ту й х а л ӑ х ӗ: Пирӗн ача маттур, ай,
Якку пур,
Пирӗн ача маттур
Якку пур,
Ҫураҫнӑ хӗр чипер
Анна пур.
Мӗншӗн каяс
Ишек мӑн пасарне,
Мӗншӗн каяс
Ишек пасарне,
Сарӑ ҫу пек ҫӳпҫе илмесен?
Мӗншӗн ӳсес маттур йӗкет пулса,
Мӗншӗн ӳсес маттур ҫын пулса,
Хамӑр савнисене илмесен?
Алӑк умӗнчи улма, ай, йывӑҫҫи,
Улмийӗсем ҫук-тӑк, мӗн усси?
Урпа ӑсли туса, хӑмла ярса,
Юрламасӑр ӗҫни мӗн усси?
Хамӑр тупнӑ савни, ай, чун уҫҫи,
Юратасси ҫук-тӑк, мӗн усси?
Хулӑм укҫи парса, евчӗ ярса,
Юратмасӑр илни мӗн усси?
Шап-шур иккен ҫырлан, ай, ҫеҫкисем
Сӑр шывӗпе
Сӗве хушшинче.
Пурах иккен тӗнчен илемӗсем
Ырлӑхпала хурлӑх хушшинче.
Вуниккӗн те тӑрса, ай, ут ҫулсан,
Кӳмӗпӗр-ши ҫаран илемне?
Пурте харӑс тӑрса, ай, юрласан,
Кӳмӗпӗр-ши туйӑн илемне?
Хӗрӗхӗн каятпӑр, ай, хср илме,
Хĕрӗхӗн каятпӑр хӗр илме,
Хӗрӗх пӗрӗн пулса килӗпӗр.
Эпир сӑмах татнӑ сарӑ хёре.,
Хамӑр сӑмах татнӑ сар хӗре
Ют каччӑ мар, хамӑр илӗпӗр.
Кӑвак лашасене, ай, кӳлер-и,
Хӳрисене ҫавӑрса тӳлер-и?
Ваттисене вырӑна, ай, лартар-и,
Ик уринчен тытса тайлар-и?
Сылтӑмминчен тытса, ай, тайӑлсан,
Укҫа ыйтать тесе ан калӑр;
Сулахайӗнчен тытса, ай, тайӑлсан,
Сума сумасть тесе ан калӑр.

Хĕр килĕнче юрлани

Ар туйӗ хапха умне пырса тӑрсан, мӑн кӗрӳ вӑрӑм такмакне пӗтӗмпех калать. Вӑл каланӑ хушӑра кеҫӗн кӗрӳсем хапха уҫтараҫҫӗ. Мӑн кӗрӳ хӑй такмак каланӑ вӑхӑтра туй халӑхне юрлаттарса, ташлаттарса илет. Унтан килкартинче ҫапла калать:
Туй ачисем, каччӑсем,
Туй арӑмсем, сар хӗрсем!
Пыл-шерпетле калаҫса,
Йӑл-йӑл кулса-выляса
Туй ирттерсе ямалла.
Сирте ирӗк, туй халӑх!

Туй халăхĕ юрă пуҫлани

Шӑнкӑр кӑна шӑнкӑр, ай, килтӗмер,
Тӗрлӗрен те курӑк тӗпретсе.
Тӗпӗр кӑна тӗпӗр, ай, килтӗмӗр,
Аслӑ урамсене кисретсе.
Чие кӑна чие, ай, тееҫҫӗ,
Чие авринченех пӗкӗ аваҫҫӗ.
Пӗккийӗсем ҫинҫе пулсан та,
Ҫавах чие пӗкки тееҫҫӗ.
Пире чухӑн та чухӑн, ай, тееҫҫӗ,
Чухӑн пулсан та, ҫынсем саваҫҫӗ.
Эпир хамӑр чухӑн, ай, пулсан та,
Ратнийӗсем пуян тееҫҫе.
Чӑпар куккук ятӑмӑр пахчана
Панулми ҫеҫкисене суйлама.
Хӗрӗх лавпа килтӗмӗр ҫак яла
Хамӑр савнӑ хӗрсене суйлама.
Ҫупкӑм кӑна ҫупкӑм, ай, ҫӗр ҫырли,
Пирӗн ача татса ҫиесшӗн.
Ушкӑн кӑна ушкӑн, ай, сарӑ хӗр,
Пирсн ача кӗрсе вылясшӑн.

Хĕрпе таврăнсан юрлани

«Иӑран тӑпӑлтарса», « таянчӑк тыттарса» пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑн кӗрӳ хӗрпе каччӑна, туй халӑхне пӳртс илсе кӗрет.

М ӑ н к ӗ р ӳ: Хисеплӗ тӑвансем, картсемпе карчӑксем!
Курка тытӑр аллӑра, хӑват пултӑр хӑвӑра!
Тинкерӗр-ха кунталла, мӑн кӗреке тавралла:
Эпир сире валли кин туянса килтӗмӗр!
Туй халӑхӗ: Хӗрехӗн кайрӑмӑр хӗр илме,
Хӗрӗх пӗрӗн пулса килтĕмӗр.
Памӑпӑр, памӑпӑр терӗҫ те,
Ҫапах та илсе килтӗмӗр.
Пиччеҫӗм, пиччеҫӗм
Кеварки,
Урусем айне пукан ларт,
Чавсусем айне минтер хур.
Ҫамрӑк кин мӗнле иккенне
Икӗ куҫ тулли пӑхса лар.
Инкеҫӗм, инкеҫӗм
Ульчана,
Аллусем ҫине парне ил,
Курӑнан вырӑна ҫакса хур.
Ҫамрӑк кин ӑста иккенне
Икӗ куҫ тулли пӑхса лар.

Шилӗк умӗнче хӗр туйӗпе ар туйӗ тӗл пулнӑ хыҫҫӑн малтан шапаҫсене*сӑмах параҫҫӗ. Вӗсем шӳтлӗ-камитлӗ сӑмахсемпе туй халӑхӗсене пер-пӗринпе паллаштараҫҫӗ, хӗрпе каччӑна ятарласа ҫак ятпа хывнӑ сӑвӑ е юрӑ парне-леҫҫӗ. Ҫавна шапаҫ сӑвӑ калани теҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӑйкил уйӑрма тытӑнаҫҫӗ. Вӑйкил уйӑрни —ар туйӗпе хӗр туйӗ пӗр-пӗринпе ӑмӑртса юрлани. Ăмӑрту е мухтас, е хурлас йӗрпе кайма пултарать. Виртлесе ӑмӑртнин тӗслӗхӗпе паллашӑпӑр.
X ӗ р т у й ӗ: Хура кӑна сысна, ай, хушка пуҫ,
Пирӗн Якку йысна та кукша пуҫ.
Хура сысна кӗҫҫи хуртланнӑ,
Якку йысна пуҫӗ пыйтланнӑ.
А р т у й ӗ: Ай-хай инке
Анна пур,
Тылламан сӳс пуҫӗ пур.
Хура пуҫӗ курнасран
Шур пӗркенчӗк хуртарнӑ.
Хура мӑйӗ курнасран
Шӑрҫа ҫакса тултарнӑ.
Хӗр туйӗ: Арпалӑхри тӑмана
Ҫӳп-ҫап чавса ларать-ҫке.
Кӗрекери ҫӗн йысна
Пуҫне чиксе ларать-ҫке.
Йысна ӗҫкӗҫ пулмалла,
Мухмӑр куҫне уҫаймасть.
Армак-чармак куҫӗпе
Халӑх ҫине пӑхаймасть.
А р т у й ӗ: Атте лаши — тур лаша,
Суха тума тухсассӑн,
Касӑ тытма пӗлмерӗ,
Туя кайма тухсассӑн,
Ҫула тытма пӗлмерӗ.
Якку тантӑш, тамаша,
Вӑйӑ хӗрне тухсассӑн,
Хӗр суйлама пӗлмерӗ.
Авлантарма тӑрсассӑн,
Савнӑ хӗре илмерӗ.

Поздравления и тосты на юбилей и день рождения на чувашском языке

Аллӑ ҫул — паллӑ ҫул (Пятьдесят лет — заметная дата)

***
Пожелание уезжающим (путешественнику) : Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр! (Пусть до­рога для ходьбы будет ровной, а место для отдыха — сухим!)

***
Сакӑр сӑхман, хӗрӗх кӗпе ҫӗтмелле пултӑр! (Износить вам восемь кафтанов, сорок пар белья!)

***
Пурӑнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун канлӗ пултӑр (Чтобы жизнь была долгой, смертный день — спокойным).

Кам пире паян пуçтарчĕ?

Кĕреке тулли тăван тултарчĕ,

Куçĕнче çиçет ырă хăвачĕ,

Хĕрĕм Гальăн çăлтăрлă саманчĕ.

***
Юбилей, 55 çул, çамрăклăхран вăй питти вăхăта куçнă самант кăна-ха. Иртнине пăхсассăн мĕн чухлĕ ĕмĕтленни,пурнăçа кĕртни, ача- пăча ÿстерни, ăшă йăва çавăрни… Малта вара- малашлăх: çĕнĕрен те çĕнĕ ăнăçу,савăнса пурăнасси, юратнă çынсен пархатарĕ, телейлĕ пурнăç…Эпĕ, хăйматлăх амăшĕ пулнă май, паянхи пек астăватăп сирĕн туй кĕрленине, хитре мăшăр пурнăç çулĕ çине тухнине. Атăл шывĕ чылай юхрĕ унтанпа,анчах хĕрĕм Галя эсĕ ун чухнехи пекех çамрăк та правур.

Умри çула ырă тĕллев çутаттăр,

Ывалусенчен те кур эс пархатар.

Хальхи пекех ан усăнтăр çунатăр.

Ан ватăл эсĕ, ан чирле,

Куллен хавас утса çÿре,

Ялан пул пирĕнпе пĕрле

Йышра, тулли кĕрекере.

***
(Фамилия, имя, отчество) 50 ҫулхи юбилейпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпӑр сана — тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑн. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне ӗмер-ӗмер курмалла пултӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать. Ҫак сумлӑ юбилей ячӗпе эпир ӑна ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмер, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) 50 ҫулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шакӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хушӑнсах пытӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) 50 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату сунатпӑр.

***
Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмара — (Фамилия, имя, отчество) — 70 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса таракан вӑй-хал сунатпӑр. Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗмер сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) 70 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлатпӑр. Эпир сана ҫирӗп сывлӑх, телей, иксӗлми вӑй-хал, тулӑх пурнӑҫ сунатпӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 70 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе нихӑҫан та хавшами ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, иксӗлми телей, пархатарлӑ кун-ҫул, вӑрӑм ӗмер сунатпӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Юбилей ячӗпе юман пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, иксӗлми телей, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) юбилей ячӗпе саламласа чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, ҫутӑ та вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе пӗрле тата нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе ҫирӗп сывлӑх, чун лӑпкӑлӑхӗпе канӑҫлӑх сунатпӑр. Ӗмӗрӳ вӑрӑм пултӑр, ачу-пӑчу хисеплетӗр, ял-йыш сума сутӑр.

***
Юратнӑран та юратнӑ ҫыннӑмӑра — (Фамилия, имя, отчество) — 75 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр, нумай-нумай ҫул пурӑнма таса сывлӑх, тулли телей сунатпӑр. Ӗмӗр сукмакӗ сан яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) 70 ҫулхи юбилейпе чӗререн саламлатпӑр, юман пек ҫирӗп сывлӑхлӑ, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма иксӗлми телей, тулӑх пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунатпӑр. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ.

***
Хисеплӗ та юратнӑ ҫыннӑмӑр — (Фамилия, имя, отчество) — 80 ҫулхи юбилейне уявлать. Ӑна эпир чӗререн саламлатпӑр. Ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, малашне те тӑван кил ӑшшине упрама, ачасен ырлӑхне курма сунатпӑр.

***
(Фамилия, имя, отчество) 80 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Таса та ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та ырӑ кун-ҫул, ҫывӑх ҫыннусемпе тӑванусен хисепӗпе тимлӗхне сунатпӑр.

***
Хаклӑ тӑванӑмӑра, (Фамилия, имя, отчество), юбилейпе чунтан саламлатпӑр! Сума суса пархатарлӑ кун-ҫул сунатпӑр. Пурнӑҫӑн тумхахӗсене ҫӗнтерсе утӑмлама ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй-хал, икселми телей, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.

Поздравления на разные праздники на чувашском языке

Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.

***
Ан чирле, ан ватӑл нихӑҫӑн, пул хаваслӑ, кӑмӑллӑ ялан.

Ӑшшуна паратӑн ҫке чунтан, эсӗ хаклӑ пире ылтӑнран.

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫӑ юлсан та,

Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,

Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –

Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.

Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр.

Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫалтӑр,

Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.

Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,

Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей.

Ҫуралнӑ кунпала салам сана, аннеҫӗм

Чи ҫирӗп сывлӑх та телей сана, чӗкеҫӗм!

Тӑватпӑр тав сан ҫепӗҫ алсене,

Сан тимлӗхне, ачашӑн ҫуннине,

Чирлесен пӗр куҫ хупманнине…

Нихӑҫан та тав туса пӗтереймӗн!

Ҫак кун ҫуралнӑ эсӗ ҫӗр ҫине,

Ытарайми, чи хаклӑ ҫын –Анне!

Хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр.

Пурӑнма сунатпӑр ҫӗр ҫулччен,

Пултӑр сывлӑх мӗн ватӑличчен.

Эс пурри пире савӑнтарать

Пур тӑван та сана саламлать.

Сывлӑхӑр чул пек ҫирӗп, утас ҫулӑр тумхахсӑр пултӑр, чӗрӗр ҫурхи кун пек юрлатӑр.

Нумай ырлӑх сунатпӑр

Вӑрӑм ӗмӗр пиллетпӗр.

Вӑй-халу пултӑр иксӗлми,

Утсам пурнӑҫ ҫӳлӗпе пӗр такӑнми.

Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл санра

Ҫӑлкуҫ шывӗ пекех иксӗлмест.

Тӗнчере эс пурришӗн Турра

Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.

Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр,

Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.

Савӑк саркайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр,

Сунатӑп сывлӑх та пысӑк телей.

Сирӗн пурнӑҫ – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,

Ӑмсанатпӑр чӗререн сире.

Ҫут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ

Ҫӳҫӗрсем ҫинче выртать тӗтре.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышӑнсамӑр тӑван ачӑрсен саламне.

Сиртен хаклӑ ҫынсем урӑх ҫук тӗнчере,

Сирӗн ҫутӑ сӑнарӑр пирӗн чун-чӗрере.

Пире чун парса тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстернӗшӗн, ӑс панӑшӑн ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр.

Сан сывлӑху тӗреклӗ пултӑр,

Ҫӑлкуҫ пек тӑтӑр вӑл тапса.

Телей хӗвелӗ саншӑн ҫӳнтӑр,

Ҫапла калатпӑр ыр сунса.

Сывлӑхӑр хурҫӑ пек ҫирӗп, кӑмӑлӑр сар ҫу пек ҫемҫе, пурнӑҫӑр телейлӗ пултӑр. Малашне те пархатарлӑ ӗҫре чуна хурса ӗҫлеме вӑй-хӑват сунатпӑр. Ҫумӑрта яланах ҫывӑх ҫыннӑрсемпе шанчӑклӑ тусӑрсем пулччӑр. Ачӑрсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла пултӑр.

Ӑшӑ чун, ырӑ кӑмӑл сирте

Ҫӑлкуҫ шывӗ пек иксӗлми.

Тӗнчере эсир пурришӗн Турра

Тав тумашкӑн сӑмах та ҫитмест.

***
Кӗреш юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтӳсем пурнӑҫӑ кӗрсе пыччӑр. Нумай-нумай ҫул пире савӑнтарса пурӑнмалла пултӑр.

***
Вӑрӑм пултӑр санӑн ӗмӗрӳ,

Хурҫӑ евӗр пултӑр сывлӑху,

Ҫӑлкуҫ евӗр таптӑр вӑй-халу,

Умра ҫиҫтӗр тулли телейӳ.

***
Пурӑн ӗмӗр савӑнса,

Пурнӑҫ илемне туйса!

Пурнӑҫра телей пилленӗ,

Ӑс парса ырра вӗрентнӗ,

Ҫунатсем парса вӗҫтернӗ!

***
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫа юлсан та,

Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,

Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –

Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.

Кӳтӗрех сана телей.

Пач ан ватӑл, пул маттур!

***
Юбилей телей ҫеҫ илсе килтӗр,

Хуйхӑ-суйхӑ ирттӗр айккинчен.

Ырлӑх – сывлӑх Турӑ парнелетӗр,

Эпир хисеплетпӗр чӗререн.

***
Аллӑ ҫул – нумай-и вӑл, сахал-и –

Пурнӑҫ шав шӑвать-ха малалла.

Сан ҫинчен начаррине кам калӗ,

Тӗллевре – ырӑ ӗҫ тумалла!

Санпала эпир мӑнаҫланатпӑр

Тӑван халӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑран.

Сывлӑх, ӑнӑҫу, телей сунатпӑр,

Тав тӑватпӑр пӗтӗм кӑмӑлтан.

***
Ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр сире,

Килӳшӳллӗн тапайтӑр ялан ик чӗре,

Пурнӑҫра юрату вӑй парса тӑрсан,

Ватлӑх тартӑр ситен аякран-аякка.

***
Салам сӑмахӗсене хаҫат-журнал тӑрӑх хатӗрленӗ.

Источник

Оцените статью